Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

А (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ.

Аутиттори — лат. — 1) Лексисем вуламалли пӳлӗм; 2) лекси итлекен ҫынсем.
Акиттаттӑр — лат. — Акиттатсилекен ҫын.
Акиттатси — лат. — Халӑха кирлӗ ӗҫшӗн тӑрӑшша, ҫынсене ҫав ӗҫ май ҫавӑрни; пӗр-пӗр ӗҫе тумашкӑн пур те кар тӑрӑр тесе чӗнни.
Акӗнт — лат. — Кам та пулин хушнипе, йе шаннипе ӗҫлекен ҫын.
Аккатеми — крек. — 1) Пӗр-пӗр науккӑ ҫинчен ӑрасна вӗрентекен чӑн аслӑ шкул (искусствӑсен аккатемийӗ, вӑрҫӑ ӗҫне вӗрентекен аккатеми); 2) науккӑна тӗплӗрех пӗлес тесе тунӑ нумай вӗреннӗ ҫынҫен ушкӑне.
Аккатси — Пахчасене илемлетме лартакан, тӗмӗллӗ ӳсекен йывӑҫ; вӑррисем — вӗтӗ пӑрҫа, ҫулҫисем — пилеш ҫулҫи майлӑ.
Аккулӑ — норв. — 1) Тинӗсре пурӑнакан, питӗ каскӑн пысӑк пулӑ; 2) ҫын ӗҫӗпе тӑранса пурӑнакан каскӑн пуйансем, пуршуйсем.
Актӑ — лат. — 1) Ӗҫ пулни; 2) пӗр-пӗр ӗҫ ҫинчен, куракансем чӑнахта ҫапла пулчӗ тесе ҫырнӑ хут; 3) сут таврашӗнче — сакконсем, ӗҫе кӑтартакан хутсем; 4) театтӑрта — пйессӑн татӑклӑ пайӗ, сыпӑкӗ.
Актси — лат. — Темиҫе ҫын услам курмашкӑн пӗрлешшен, — пайа кӗнӗ ҫынсене паракан хут. Алра актси пур ҫынна ушкӑн пухӑвӗнче сасӑ параҫҫӗ, усламран та пай параҫҫӗ: актси ҫине миҫе пай ҫырнӑ ҫавӑнчул. Актсине сутма та, илме те йурать.
Актсис — лат. — Йутран илсе килмен, хамӑр патшалӑхрах тӑвакан таварсем ҫине хуракан налок (тапак, спичкӑ т. ы.).
Актсионерлӑ комппани — Ӗҫе вӑйлӑлатса йамашкӑн темиҫе пуйан пӗрле укҫа хывса, актсисем кӑларса ӗҫлекен ушкӑн.
Актор — Театтӑрта вылякан; арттис.
Акҫиомӑ — крек — Каласа ӗнентермесӗрех тӗрӗсси курӑнса тӑракан чӑнлӑх (пример: пӗр йалтан тепӗр йала тӳртен кайни кирек хӑҫанта ҫавраран кайнинчен ҫывӑх).
Ахтӑр — Мӗн те пулин хӑй шухашласа кӑларакан, тӑвакан; кӗнекесем ҫыракан.
Ахтопиокрахви — крек — Кам та пулин хӑй пурӑнӑҫӗ ҫинчен тӗпӗйӗрепе хӑй ҫырса пани.
Ахтомат — крек — 1) Никам пулӑшмасӑр, хӑйне-хӑйех ӗҫлесе тӑракан аппарат; 2) шухӑшламасӑр, ҫынсем мӗн тунине машшин пек туса тӑракан ҫын.
Ахтомопиль — кр-лат. — Пенҫинлӑ, йе електричлӑ машшинпа (лашасӑр) чупакан урапа.
Ахтономи — крек. — Кама та пулин хӑш-хӑш ӗҫҫене хай сакконӗпе туса татма панӑ ирӗк./ Р.Х.С.К.Р. вак халӑхсен оплӑҫӗсене пурне те ҫавӑн пек ирӗк панӑ. Чӑваш Оплӑҫӗ те ҫавӑн пекех.
Ахтономлӑ — Ахтономи панӑ Оплӑҫ, хула, йе учрештени.
Ахториттет — Пӗр-пӗр ӗҫе лайӑх пӗлнипе, йе лайӑх тунипе чапа тухнӑ ҫыннӑн, йе учрештенин чапӗ.
Ахториттетлӑ — 1) Ӗҫе лайӑх пӗлсе тунипе чапа тухнӑ ҫын, йе учрештени; 2) хӑйӗн сӑмахне ыттисене итлеттерсе, вӗсемпе килӗштерме пултаракан; мухтавлӑ.
Ахриккӑ — Ҫӗр-варри тинӗсӗн кантӑрла йенче, Атланттик оккеанӗпе Инти оккенӗ хушшинче выртакан маттерик.
Ахвиш — хран. — Театтӑрта мӗн кӑтарту пулассинв пӗлтерекен хут; урамсенче ҫынсене курӑнмалла ҫӗре ҫыпӑҫтараҫҫӗ.
Аппарат — лат. — Ӗҫе кирлӗ хатӗр, машшин; патшалӑх, йе учрештени аппарачӗ — патшалӑх, йе учрештени ӗҫӗсене туса тӑма кирлӗ ҫынсем, учрештенисем, йапаласем.
Аппеттит — лат. — Апат ҫийес килни, апат лайӑх анни.
Аппельатси — лат. Кӗҫӗн учрештени йышӑннӑ ӗҫе тепӗр хут пӑхса тухас тесе аслӑрах учрештенине ҫырса пани; пуринчен ытла сут йышӑнӑҫӗсене (постановленисене) аппельатсилеҫҫӗ.
Аппельҫин — колл. — Ӑшӑ йенче ҫитӗнекен йӑвӑҫӑн ҫимӗҫӗ: пан улминчен пысӑкрах, арпус йевӗрлӗ, сар хупӑллӑ, тути — уҫӑ йӳҫенкӗ.
Аптеккӑ — крек. — Тӗрлӗ емелсем хатӗрлесе сутакан ҫурт; пульнитсӑсенче — тухтӑр хушнипе емел паракан пӳлем.
Апсурт — лат. — Тулӑксӑр, путсӗр, никам та ӗненес ҫуя сӑмах.
Апсольуттисӑм — лат. Патша аллнне ним чарусӑр ирӗк панӑ патшалӑх йӗрки. Револьутси пуҫланиччен Раҫҫей ҫавӑн пек пулнӑ.
Апсольутлӑ — чарусӑр, нимӗнпе танлаштармалла мар.
Апрел — лат. Ҫулталӑкӑн 4-мӗш уйӑхӗ — ака уйӑхӗ.
Апонемент — хран. — Кӗнеке-хаҫат, йе урӑх йапала илсе тӑма вӑхӑтлӑха ҫырӑнни.
Апонент — хран — Кӑҫтан та пулин кӗнекесем, хаҫатсем йе урӑх йапала вӑхӑтлӑха илсе тӑракан ҫын.
Аттаккӑ — хран. — Ҫапӑҫуна кӗрсе кайни; тӑрӑнса тӑшмансемпе ҫапӑҫни.
Аттаман — 1) Тон Оплӑҫӗнчи касаксен суйласа лартнӑ пуҫлӑхӗсем; 2) вӑрӑ-хурахсен пуҫлӑхӗ; 3) пӗр-пӗр ӗҫре, ушкӑнра, ертелре пуҫлӑх пулса тӑракан.
Аттӑм — крек. — Калама ҫук пӗчӗккӗ вакланман тӗпренчӗк. Пур йапала та аттӑмсен пухӑвӗ пулса тӑрат; кашни елементӑн хӑйӗн ӑрасна тӗрлӗ аттӑм.
Аттеис — крек. — Турра ӗненмен ҫын, аттеисӑма хапӑл тӑвакан.
Аттеисӑм — крек. — Турра ӗненменни, нимле турӑ та ҫук тени.
Атминистраттӑр — лат — 1) Учрештени пуҫлӑхӗ; 2) правиттӗлствӑ ӗҫӗсене тытса тӑма влаҫ панӑ ҫын.
Атминистраттси — лат. — Учрештенисене лӑхса тытса тӑракан пуҫлӑхсем.
Атмирал — арап. — 1) Тинӗс ҫинчи ҫарсене пӑхса тӑракан пуҫлӑх; 2) хлотри йанрал.
Атмосверӑ — крек. — Ҫӗре йӗри тавра хупласа тӑракан, пур чӗрӗ йапала та сывлакан сывлӑш: темиҫе тӗрлӗ касран пулса тӑрать (кислорот, асот, воторот т. ыт.)
Атрӗс — храв. — 1) Ҫыруҫем ҫине вӗсем кӑҫта, кам патне каймаллине ҫырни; 2) кам та пулин кӑҫта пурӑннине кӑтартакан ҫыру; 3) кама та пулин чаплӑ ӗҫҫемшӗн, йе пӗр-пӗр праҫнӑк йачӗпе ырӑ сунса паракан хут.
Атваккат (ваккат) — лат. — Сутра айӑпла ҫынсене хӑтарма тарӑшакан; камшӑн та пулин хытӑ тӑрӑшакан.
Асхвальт — крек — Ҫӗр смали, ҫӗртен чавса кӑларакан смала йевӗрлӗ йапала. Асхвальта урамсене йака пулма сараҫҫӗ, пысӑк ҫуртсенче асхвальтран урайсем те тӑваҫҫӗ.
Астрольапи — крек. — Астрономинче, йе ҫӗр виҫнӗ ҫӗрте кӗтессен виҫине пӑхса пӗлмелли аппарат.
Астроном — крек. — Астрономине ӑста пӗлекен ҫын.
Астрономи — крек. — Пӗлӗт ҫинчи йапаласем (ҫӑлтӑрсем, планетсем т. ыт.) ҫинчен вӗрентекен науккӑ.
Ассотсиатси — лат. — Перлешӳ; пӗр ӗҫ тума шухӑшласа темиҫе ҫын ирӗккӗн пӗрлешни. Ӗҫлӗх ассотсиатси — ӗҫлекенсен каппитталпа кӗрешме тунӑ сойусӗ.
Асот — крек. — Тӗссӗр, тутӑсӑр, шӑршӑсӑр кас — хамӑр сывлакан сывлӑшӑн пайӗсенчен пӗри. Асот ҫунмаст, йапалана та ҫунма памаст. Сывлӑшӑн 3/4 ытла асот.
Аҫпирин — Ҫын вӗриленсен вӗрине лӑплантаракан ҫӑнӑх майлӑ шурӑ емел.
Аҫи — Ҫӗр ҫинчи пуринчен пысӑк маттерик. Аҫин Чиккисем: ҫурҫӗрте — Пӑрлӑ оккеан, хӗвелтухӗҫӗнче — Америккӑ, Аслӑ лӑпкӑ оккеан, кӑнтӑрлара — Австральи, Интьи оккеанӗ, хӗвеланӑҫӗнче — хӗрле тинӗс, Ахриккӑ, Хура тинӗс, Капкас сӑрчӗсем, Урал шывӗ, Урал сӑрчӗсем.
Аҫҫенисатси — лат. — Пӗр-пӗр вырӑна таса мар йапаласенчен тасатни.
Аҫҫикнатси — лат. — Хут укҫа. Раҫҫейре 1769 ҫ. II-мӗш Кӗтерин майра патша чухне тухма пуҫланӑ.
Аҫҫикновкӑ — Пӗр-пӗр учрештени касначейрен укҫа илмешкӗн ҫырса паракан хут.
Аҫмухха — выр. — 1) Кӗрепенкӗн саккӑрӑмӗш пайӗ; 2) кирек мӗнӗн те саккӑрӑмӗш пайӗ.
Алепастӑр — крек. — Ҫуртсене шкатурт тумалли ҫунтарнӑ шурӑ чул.
Алкепрӑ — арап. — Маттематтиккӑ пайӗ: числасемсӗрех пысӑккӑш-пӗчӗккӗш ҫинчен вӗрентекен науккӑ.
Алххими — арап. — Вӑтам ӗмӗрсенче пур йапаларан та ылттӑн тумалли, пур чиртен те тӳрлетекен „хилосох чулӗ" тупас тийекен науккӑ. Хальхи хими алххиминчен пуҫланса кайнӑ.
Алхвавит — крек. — Сас палли йӗрки.
Аллекори — крек. — 1) Йуптароа калани; 2) курӑнми йапаласене курӑнакан йапаласен кӗлеткипе туса кӑтартни, сӑмахран: вилӗм курӑнмаст, ӑна ҫын шӑммисем, ҫын ҫкелечӗ ҫава тытса тӑнӑ пек туса пӗлтереҫҫӗ.
Алмас — арап. — 1) Хаклӑ йышши чулсенчен пуринчен те хытти, пуринчен те ҫутти. Кӗтеслӗ-кӗтеслӗ йакатнӑ алмаса прильльиант теҫҫӗ; 2) кантӑк касмалли пӗчӗкҫӗ алмас кӳртсе лартнӑ йапала.
Альпом — лат. — 1) Тӗрлӗ сӑвӑсем ҫырмалли, йе карттьинсем хумалли кӗнеке; 2) пӗр хутошникӗн карттьинӗсене пӗр ҫӗре пухнӑ кӗнеке.
Альльумини — Кӗмӗл майлӑ тутӑхман ҫӑмӑл меттал: йараплансем тата тӗрлӗ вак-тӗвек йапаласем тума кайат.
Альманах — арап. — Темиҫе ахтӑрӑн происветенисене пӗр кӗнеке туса ҫаптарнӑ, вӑхӑтран-вӑхӑтран тухса тӑракан кӗнеке.
Амунитси — лат. — Салтаксен тумтирӗпе вӑрҫа каймалли хатӗрсем.
Америккӑ — 1) Атланттик оккеанӗпе Аслӑ лӑпкӑ оккеан хушшинче выртакан маттерик. XV-мӗш ӗмӗрте Христохвор Колумп Америккӑна тӗл пулаччен Америккӑ ҫинчей Йевроппӑри ҫынсем нимӗн те пӗлмен. Америккӑ ҫӗрӗ Панам мӑйӗпе икӗ пайа уйрӑлса тӑрать: Ҫурҫӗр Америкӑ, Кӑнтӑр Америкӑ. 2) час-часах Америккӑ тесе кӗскен Ҫурҫӗр Америкӗнчи Штатсен Респупликне калаҫҫӗ.
Америккански — 1) Америкрен тухнӑ йапала; 2) Америккӑ ҫынӗсем пек тунӑ ӗҫ; 3) хитре, чечен йапала.
Ампулаттори — лат. — 1) Пульнитсана выртма кирлӗ мар ҫӑмӑл чирлӗ ҫынсене пӑхса тӳрлетекен ҫурт; 2) пульнитсасенче — пульнитсана пыракан ҫынсене малтан пӑхакан пӳлӗм.
Амниҫти — крек. — Правиттӗлствӑ хушнипе сутпа айӑпланӑ ҫынсене ирӗке кӑларни. Пур патшалӑхри халӑхсемшӗн те аслӑ праҫнӑк йачӗпе политтиккӑ тӗлӗшӗнчен айӑпланӑ ҫынсене час-часах амниҫтилеҫҫӗ. Р. X. С. К. Р. Октапӗрти Револьутси праҫнӑкӗпе, Ҫу уй. 1-мӗш кунӗ йачӗпе тунӑ аминиҫтисем пур.
Анаттом — крек. — Анаттомине ӑста пӗлекен ҫын.
Анаттоми — крек. — Чӗрӗ йапаласен (орканисӑмсен) пайӗсем ҫинчен, вӗсем орканисӑмра мӗлле вырӑнта тӑни ҫинчен вӗрентекен науккӑ.
Аналиттиккӑ — крек. — 1) Аналис теорийӗ; 2)шухӑшланин елеменчӗсемпе условисем ҫинчен пӗлтерекен вӗрентӳ.
Аналис — крек.— 1) Тӗпӗ йӗрӗпе тӗрӗслесе пӑхса тухни, пӗр-пӗр йапалана пайӑн-пайӑн уйӑрса, йӗркипе пӑхса тухни; 2) Ҫинттӗспа хире-хирӗҫ тӑракан шухӑшламалли меттӑт: пайне пӑхса ушкӑнне, ӗҫне пӑхса сӑлтавне шырани.
Анарххи — крек. — 1) Йӗркесӗрлех, пуҫлӑх ҫукки, хаос, пӑтранчӑк; 2) Анарххисӑмӑн пулас опчӗствӑ итеалӗ.
Анарххис — крек. — Анарххисӑма йышӑнса, ӑна пурӑнӑҫа кӗртешшӗн тӑрӑшакан ҫын.
Анарххисӑм — крек. — Кашни ҫын хӑй пӗлнӗ пек пурӑнтӑр, нимле влаҫ та кирлӗ мар, ирӗклӗ ушкӑнсен ирӗклӗ сойусӗсем анчах пулччӑр тийекен политтиккӑ вӗрентӗвӗ. Анарххисӑмшӗн пите нумай ӗҫленӗ М. Паккунинпа унӑн майлисем XIX емӗрӗн 70-мӗл ҫулсенче. Карл Маркс тунӑ 1-мӗш Инттернатсионалран тухса кайнӑ. Халӗ анарххисӑма хапӑл тӑвакансем темиҫе майлӑ ушкӑнсем пулса тӑраҫҫӗ.
Анектот — крек. — 1) Кулӑшла халап; 2) пӗр-пӗр ҫын ҫинчен кулмалла суйса калани.
Анкльи — Йевроппӑн хӗвеланӑҫ йенчи вӑйлӑ патшалӑх; пӗтӗм тӗнчипе нумай халӑха хӑй аллинче тытса пусмӑрласа пурӑнат; Анкльи вӑйӗ — тинӗсри хлотӗнче. Анкльин столитси — Лонтӑн — 7 мӗлйуна йахӑн ҫын.
Анттанттӑ — 1) Мӑн Анттанттӑ — Йевроппӑри вӑйлӑ патшалӑхсем (Анкльи, Хрантси, Иттали) вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тунӑ килӗшӳ, сойус. 2) Кӗҫӗн Анттанттӑ—Мӑн Анттанттӑ тӑрӑшнипе Р. X. С. К. Р. ҫумӗнче пулса ларнӑ вак-тӗвек патшалӑхсен сойусӗ: хӑйсене хӑйсем ирӗклӗ патшалӑхсем тесе шутлаҫҫӗ, чӑннипе пӗтӗмпех Мӑн-Анттанттӑ аллинче, унӑн куҫӗнчен пӑхса, вӑл мӗн хушнине туса пурӑнаҫҫӗ.
Аннекҫи — лат. — Йут халӑх ҫӗрне вӑрҫҫа, йе вӑрҫӑсӑрах ҫарпа йышӑнса (оккуппатси туса) туртса илнн. Пример: иртнӗ вӑрҫӑра Анкльипе Хрантси Керманинне нумай ҫӗрсем
аннекҫиленӗ.
Аноним — крек — Йатсӑр, хӑй йатне пӗлтермен ахтӑр.
Арентӑ — Куҫармалла мар йапаласене тара пани, йе тара илни.
Арихметтиккӑ — крек. — Числасем ҫинчен вӗрентекен науккӑ.
Аристократ — крек — 1) Чаплӑ йӑхран тухнӑ ҫын; 2) аристократтьи правиттьӗлствишӗн тӑрӑшакан.
Аристократьтьи — крек — 1) Патшалӑх ӗҫне хӑй аллинче тытса тӑракан, хӑйне чапла хуракан, ыттисене пусмӑрласа пурӑнакан пуйансен, харам пырсен класӗ. 2) аристократсен аллинче тӑракан патшалӑх.
Арӗс — хран — ирӗксӗрлетни; хуралла илни; тӗрмене хупни.
Арххеолоки — крек — Авалхи йапаласене, памӗтниксене пӑхса вӗрентекен науккӑ.
Арххиттектурӑ — крек. — Ҫурт-йӗрсем тума вӗрентекен искусствӑ—науккӑ.
Арххиттектӑр — крек. — Ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе ӑста ҫын; ҫуртсем тума плансем туса паракан.
Арххив — лат. — Кирлӗ мар пулнӑ кивӗ хутсене, токкумӗнтсене пӑхса усрамалли вырӑн.
Арттис — хран. — 1) Илемлӗ искусствӑпа пурӑнакан ҫын; 2) театтӑрта выльакан; актьор.
Арттиллери — ним. — 1) Тупӑсемпе вӑрҫакан ҫар; 2) тупӑсемпе вӗсене кирлӗ йапаласем; 3) тупӑсенчен пеме вӗрентекен науккӑ.
Арми — хран. — Пӗрмайах хатӗр ҫар: пехоттӑ, кавалери, арттиллери т. ы. Шурӑ арми — улпут хуҫасене пӑхӑнса вӗсемшӗн вӑрҫакан ҫар; Хӗрлӗ ҫар — ӗҫлесе пурӑнакан хура халӑхшӑн тӑракан, ӑна сыхлакан, ӗҫлекенсен правиттӗлствине пӑхӑнса тӑракан ҫар.
Авантьтьурӑ — хран. — Хӑвӑрт пуйас тесе, авуҫ ӑнӗ тесе шанса пуҫланӑ ӗҫ.
Авантьтьурис — хран. — Кама та пулин улталас тесе шыраса ҫӳрекен ҫын; шарлаттан.
Аванс — хран. — Ӗҫе тӑваччен малтанах паракан укҫа.
Авкуст — лат. — Ҫулталӑкӑн 8-мӗш уйӑхӗ, Ҫурла уйӑхӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-04 12:31:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3867 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем